автореферат диссертации по филологии, специальность ВАК РФ 10.02.06
диссертация на тему:
Роль перевода Библии в формировании и развитии чувашского литературного языка

  • Год: 1999
  • Автор научной работы: Мукина, Ираида Васильевна
  • Ученая cтепень: кандидата филологических наук
  • Место защиты диссертации: Чебоксары
  • Код cпециальности ВАК: 10.02.06
450 руб.
Диссертация по филологии на тему 'Роль перевода Библии в формировании и развитии чувашского литературного языка'

Текст диссертации на тему "Роль перевода Библии в формировании и развитии чувашского литературного языка"

Чувашский государственный университет им. И.Н.Ульянова Лаборатория проблем чувашского языка и тюркологии

На правах рукописи

Мукина Ираида Васильевна

Роль перевода Библии в формировании и развитии чувашского литературного языка

Специальность 10.02.06. —тюркские языки

Диссертация на соискание ученой степени кандидата филологических наук

Научный руководитель: академик НАНИ ЧР, доктор филологических наук, профессор М.Р.Федотов

Чебоксары 1999

И.Н.Ульянов ячёллё Чаваш патшалах университечё Чаваш чёлхипе тёрёк чёлхисен проблемисене тёпчекен

лаборатори

Ал дыру правиле

Мукина Ираида Васильевна

Библи кударавен чаваш литература чёлхин йёркелёвёпе аталанавёнчи пёлтерёшё

Специальность 10.02.06 - тёрёк чёлхисем

Филологи наукисен кандидачён ученай степенне илме

таратна диссертации

Наука ерту?и: ЧР НАНИ академике, филологи наукисен докторё, М.Р.Федотов профессор

Шупашкар 1999

Тупмалли

Куртём...................................................................................3

1 сыпак. Савапла дырусен кёнекисене тата чирку кёллисене чавашла ку^арни..................................................8

1.1. Тён кёнекисене чавашла ку?арнин салтавёсем...........8

1.2. Алфавит - халахсене тёнпе ас-хакал тёлёшёнчен ^ыхантармалли хатёр...........................................................16

1.3. Сёнё дырулахпа чавашла кусарусене хирёсле кёрешу...................................................................................26

1.4. Чавашла кударусене Н.И.Ильминский

тата талмачасем хайсем хутёлени.......................................40

2 сыпак. Чавашла Библи.......................................................56

2.1. Библи чёлхи тата авалхи кударусем............................56

2.2. £ёнё Самаха чавашла кударни....................................64

2.3. Авал хуна Самах чавашла............................................79

2.4. Мухтав юррисен кёнеки.................................................99

2.5. Купару ёдёнче И.Я.Яковлева пулашна ?ынсем........105

3 сыпак. ИЛ.Яковлеван ку<?ару чёлхи...............................128

3.1. Чаваш чёлхинчи каманлах падежёпе каманлах категорийён тулли формисем..............................................130

3.2. Машар самахсемпе икё хут калакан самахсем (редупликаци)....................................................................136

3.3. Самахан тулли формипе уса курни...........................147

3.4. Тёрёк картине ларакан чаваш самахёсем................154

3.5. Хисеп ячё евёрлё пур местоимени............................164

3.6. Чёну формисем (вокатив)...........................................166

Юлашкинчен калани............................................................171

Тёпчев далку^ёсем...............................................................176

Уса курна литература..........................................................176

Уса курна словарьсем, энциклопедисем............................187

Кёскетнё палласем..............................................................189

Хушса пани...........................................................................191

Куртём

Тёпчев синчен пётёмёшле анлантарни. Ку ёде И.Н.Ульянов ячёпе хисепленекен Чаваш патшалах университечён чаваш чёлхипе тёрёк чёлхисен проблемисене тишкерекен лабораторийёнче пурнад-лана. Чаваш халахён асла Вёрентекенён И.Я.Яковлеван тён литера-турипе Библи кёнекисене чавашла кударассипе дыханна ёд-хёлне тишкерессине Чаваш патшалах университечён И.Я.Яковлев институте пурнадламалли ёдсен программинче те пысак пёлтерёшлё про-блемасен шутёнче палартна.

Хальхи вахатра И.Я.Яковлева пёлмен чаваш дук та пулё. Чава-шан дёнё дырулахне, чаваш шкулне пурнад пана вал. Таван халаха тёнче цивилизацийён шайне дёклеме ёмётленнё. Хайён пётём пур-надён тёллевне - чаваш халахне христианство тёнёпе пётёдтерсе шапар шатакёнчен дутлахан анла тёнчине илсе тухас, чаваша ?ын шутне кёртес тёллевне - чирку ёсёпе тата патша владён политики-пе килёшуллён пурнада кёртсе пыма тарашна. Саван пекех вал ёмёрё таршшёпех таван халахне пётём тёнче цивилизацийён тёп кёнекисенчен пёрне - Библие - чавашла кударса парасчё тесе хём-ленсе ёдленё. Чавашла тён кёнекисемпе, Савапла ^ырусемпе пёрле чаваш тёнчине христианла анлавсем дед мар, дёнё дырулах та кил-нё. Библи кёнекисене чавашла кударса халах хушшине сарни чаваш халахён кёнеке-дыру, литература чёлхине йёркелесе яма тата даван пекех чёлхене дёнё анлавсемпе тата вёсене палартакан самахсемпе пуянлатма пулашна. Пётёмлетсе каласан, чавашла кударса каларна тён кёнекисем халах хушшине пёлулёх сарна, чавашран та вёреннё дынсем йышларан та йышла тухма пудлана. Ёлёк чавашсене те малтанласа Псалтирь, Часослов е ытти тён кёнекисем тарах вулама вёрентнё. Анчах эпир дакан динчен сахал пёлетпёр, нумайашё вара халиччен пёлмен тесен те йанаш пулмасть.

И.Я.Яковлев пурнадёпе ёдё-хёлё динчен дырна кёнеке нумай, дав вахатрах дакан пирки таван чёлхепе, чавашла дырса уйрамман каларнисем ик-видё кёнекерен мала мар [13; 26; 70]. Анчах вёсенче те И.Я.Яковлев Тура самахён кёнекисене чавашла кударни динчен пёр самах та дырман. Вахачё дапла пулна, ун динчен калама хуш-ман. Халиччен пёлмен Яковлевпа нумаях пулмасть кана паллашра-мар. Сак паллашу "И.Я.Яковлев халалё" кёнекерен [116] пудланса кайрё.

И.Я.Яковлеван кудару ёдёнче православи тёнёпе дыханна кёне-кесем тёп выран йышанна. Чёмпёрти чаваш шкулёнчи талмачасен центре хатёрлесе каларна чавашла кёнекесен шутёнче 80 ытла проценчё тён литератури, Савапла Сырусен сыпакёсем пулна. Хальхи вахатра дакна манма та, хисепе хумасар тама та, пёлмесёр юлма та пултараймастпар эпир. Савна шута илсе, И.Я.Яковлев кудару ёдё патне мёнле пырса тухнине, тён кёнекисене кударма ана мён хистенине, вал Библи кёнекисене мёнлерех йёркепе кударнине тата дак ёде хайён вёрентекенёсене хутшантарса пынине тишкертёмёр.

Тёпчеве И.Я.Яковлеван кудару ёдне тата чаваш халахён наци ан-ланулахё варанма пудлана тапхарта Библие чавашла кударса ка-ларни чаваш литература чёлхине йёркелесе ярас ёдре мёнле выран йышаннине тишкерессине халаллана. Ку таранччен чавашла кудар-на ьиоли кенекисене пачах тишкермен. Чавашла кударна Евангели-сен тексчёсем, Савапла Сырусен ытти кёнекисем чаваш чёлхине мёнлерех витём кунине чёлхе законёсене тёпе хурса тёпчени пирён челхе пелевенче пирваихи утам пулнине палартса хавармалла. Хальхи вахатра И.Я.Яковлев йёркеленё кудару шкулён опытне тишкерни тата унпа паянхи ёд-хёлте уса курасси уйрамах пысак пёлтерёшлё, мёншён тесен иртнё дулсенче Библие дёнёрен чавашла кударма пудларёд, христианство 2000 дул тултарна тёле Авал хуна Самахри

Моисейён пилёк кёнекине чавашла пичетлесе каларма палартаддё. Тура самахне чавашла кударни халахамаран культура пурнадёнче калама дук пысак пёлтерёшлё событи пулмалла. Чёлхедёсемшён те малашне И.Я.Яковлев кударна Библи кёнекисене хальхи вахатра кударна кёнекесемпе танлаштарса тёпчеме май пулать. С апла вара чавашла кударна тён литературин чёлхине истори тёлёшёнчен танлаштарса тёпчени наукапа теори тага практика тёлёшёнчен калама дук пысак пёлтерёшлё ёс пулса тарать.

Тёпчев тёллевёсемпе задачисем. Библи кёнекисене Атал тара-хёнчи халахсен чёлхисем дине кударнин варам та пуян историйё дакна дирёплетсе парать: халахан литература чёлхи пуррине тата ана малашне те анадла аталантарма май пуррипе дуккине шапах христианство литературине дав халах чёлхине кударнине шута илсе хаклана. ^ёнё Самахан тулли пуххине 1911 султа Чёмпёрте чавашла пичетлесе каларни XIX ёмёрён пёрремёш дурринче кана «дырусар халах» тесе шутланна чавашсен хайсен дырулахё те, кодификациленё литература чёлхи те аталанса кайнине пёлтернё. Пирён тёпчевён тёллевё - Сёнё Самаха тата Авал хуна Самахан уйрам кёнекисене чавашла кударни пётём халахан литература чёлхин никёсне хывма тата чаваш литература чёлхине малалла аталантарма пулашнине палартасси.

Палартна тёллеве пурнадлама дак ёдсене тёпе хутамар:

- XIX ёмёр пудламашёнче чавашла кударна тён литературине тёпчерёмёр тата дёнё дырулаха йёркелесе яна хыддан пичетленсе тухна чавашла Библи кёнекисене пирвайхи кударусен чёлхипе танлаштараса тишкертёмёр;

- И.Я.Яковлев чаваш литература чёлхин никёсне хывнине тата кудару ёдёпе ана малалла аталантарма никёс хывса хаварнине тёпчерёмёр;

- И.Я.Яковлевпа пёрле Библи кёнекисене чавашла кударна та лмачасем камсем пулнине тупса палартрамар, вёсем пётём халахан литература чёлхине аталантарас енёпе калама дук пысак ёд туса ирттернине тёпчесе пёлтёмёр;

- чавашла Библи кёнекисен чёлхине пур енлён тишкерсе кударусем литература чёлхине тата унан терминологийёпе лексикине пуянлатма пулашнине палартрамар;

- чаваш литература чёлхине йёркелесе яма май паракан пётё-мёшле культура компоненчёсен йышёнче Библи кёнекисене чавашла кударса халах хушшине сарни мёнле выран йышаннине палар-тасси.

Тёпчев салкусёсем. Хамаран тёпчев ёдёнче эпир 1911 дулта Чёмпёрте пичетленсе тухна «Пирён Туррамар Иисус Христос хуна Сёнё Самаха», Авал хуна Самахан «Пултарни», «Тухни», «Левит», «Хисеп», «Иов кёнеки» ятла кёнекисене, Савапла Сырусен шутне кёртмен апокрифран - Сирах ывалё Иисусан аслалах кёнекине, XIX ёмёр пудламашёнче чавашла кударна 10 заповеде, 1820 дулта Хусанта каларна«Святой Еванггель Матфей рань, Марк ранъ, Лука рань, 1оаннъ ранъ да чувашъ чильге сине сявырза хоны» ятла кёнекене тишкертёмёр.

Тёпчев меслечёсем. Чавашла кударусене эпир истори тёлёшён-чен танлаштарса тёпчерёмёр. Тёпчев тёллевёпе килёшуллён - чавашла Библи чёлхине пётёмёшле тишкерсе вёсем пётём чаваш ха-лахён литература чёлхине йёркелесе ярас тёлёшпе мёнле выран йышаннине палартас тёллевпе - чёлхе пёлёвёнче анлан уса куракан историлле танлаштару меслечёпе уса куртамар.

Тутар чёлхинчен йышанна самахсене тишкернё чухне вёсен этимологине анлантарса памалли меслетпе уса курна. Грек, евреи, латин чёлхисенчен кёнё христианла терминсен этимологине ан-

лантарнипе пёрлех вёсен тёрлё пёлтерёшне удса памалли анлантару меслетне тёпе хуна.

Тёпчевён наука сёнёлёхё. Сак ёдре И.Я.Яковлев ертсе пынипе Чёмпёрти кудару шкулё кусарса каларна чавашла Библи кёнекисене пирвайхи хут тёпченё. £авна май ытти халахсен Библие кударас енёпе лару-тару мёнлерех пулнине истори тёлёшёнчен тан-лаштарна. Чавашсен «дёнё дырулахё» тён кёнекисене чавашла кус ар м а пуд л асан суралнине, чавашла кусарна Библи кёнекисем ча-ваш литература чёлхине йёркелесе ярас ёдре пысак выран йышан-нине, чавашла каларна кёнекесем халах хушшине анлан сарални патшалах тытса пыракан политикана - чавашсем пек сахал йышла халахсене выраслантармалли политикана - пурнада кёртнё условисенче те таван чёлхене сыхласа хаварма пулашнине палартна.

Тёпчев результачёсемпе асла тата ватам пёлу паракан вёрену заведенийёсенче чаваш литература чёлхин историйёпе лексиколо-гине даван пекех кудару ёдён теорийёпе практикине вёрентнё чухне уса курма пултараддё.

Диссертацири тёп шухашсене Чаваш патшалах университечён кашни дулах ирттерекен наука конференцийёсенче пёлтернё, И.Я.Яковлев дуралнаранпа 150 дул дитнине халалласа ирттернё тён-чери конференцире (Шупашкар, 1998) тухса каладна. ^ак темапа ёдленё май автор пёр монографи («И.Я.Яковлев динчен хуна чан самах». - Шупашкар, 1998. - 249 с.) тата Чаваш патшалах университечён наука сборникёсенче, республикари хадат-журналсенче 15 статья пичетлесе каларна, И.Я.Яковлев Библи кёнекисене чавашла кударни динчен пурё 8 передача хатёрлесе Чаваш радиола эфира каларна.

1 сыпАк

сАваплА сырусен кёнекисене тата чирку

КЁЛЛИСЕНЕ ЧАВАШЛА КУ£АРНИ 1Л. Тён кёнекисене чавашла кударнин салтавёсем

И.Я.Яковлев пурнйдёпе ёдё-хёлё динчен дырна кёнекесем ну-май. Сав шутра вал суралнаранпа 100, 120, 150 дул тата Чёмпёрти чаваш шкулё удалнйранпа 100, 130 дул дитнё май каларнй кёнекесене асанмалла [6; 13; 26-28; 54-56; 95; 109; 111]. Вёсенче И.Я. Яковлев вырас классикёсен A.C. Пушкинйн, И. А. Крыловйн, М. Ю. Лермонтовён, Л. Н.Толстоййн, А.Н. Некрасовйн произведе-нийёсене, асла педагогйн К.Д.Ушинскин вёренту кёнекисемпе пёчёк калавёсене чавашла кударни динчен каланй, анчах унйн чи сумла та савапла ёдё пирки, Библие чйвашла кударни динчен диелтен асанам пекки кйна туна. Салтавё палла ёнтё, 1917 дулхи октябрьти революци хыддан Совет Союзёнчи пур йышши тёне, чи малтанах христиансен православи тённе ёд халйхне пусмйрласа пуранмалли хатёр тата ёд дыннине минретекен наркймйш тесе пёлтернё, чиркёве патшалйхран уййрнй, атеизм пропагандине вйй-лйн сарса яна.

Тён кёнекисене чавашла кударас шухаш И.Я.Яковлева пёр

«_» VJ Т т и U О О «J U

самантлаха та канад паман. Ыра камалла та еде юратакан халах хушшинче уссе дитёнсе, вёл ытти халйхсенчен ютшанакан, хутла пёлмен чавашсем Христос тённе йышйнманнине, хайсене тёне кёртнёренпе 150 дул ытла иртнё пулин те авалхи турйсене вунй ёмёр каярахри пекех пуд дапса пураннине, чук йали-йёркине тытса пынине курнй. Ачи-пйчине дуралсанах шыва кёртнё пулин те чёваш ханйхна ййларан писеймен, вёл ячёшён кйна христианин пулна. Сакан салтавё, тёпрен илсен, чаваш Христос вёрентёвён

пёлтерёшне пачах анланманнипе дыханна. Вал вахатра ку тёлёшпе мёнлерех лару-тару пулнине И.Я.Яковлеван шкулёнчен вёренсе тухна Д.А.Архипов "Константинопольти чавашсем" очеркёнче дыр-са катартна. Кёнеке авторё Константинопольте пуранакан чаваш-сенчен "Мёншён-ха эсир хавар Мухаммед тённе тухрар? - тесе ыйтсан, чавашсем дапла калана: "Епир ак мёшён (цитатари орфографие кёнекери пекех сыхласа хаварна. - И.М.) Христос тённе парахса Мухаммед тённе тухрамар: епир ана халё тин анлан-са илтёмёр. Пупсем пире тёне куртессе куртнё, анчах вёрентессе вёрентмен. Чиркёве епир нихдан та дуременпе пёрех, мёшён тесен унта мён тунине, мён каланине епир анланман: вырасла пиртен ха-шё пёртте пёлмен, хашё начар пёлнё. Чиркёве пысак, асла прад-никсенче, дулталакра пёрре, е иккё кайкалаттамар дав; унта та хистенипе анчах кайаттамар; кайсан та тунката пек тараттамар. Ытти йаласене - ачасене шыва куртме-и, вилнисене пытарма-и, венчет тума-и - пупсем харатнипе-дех таваттамар епир: хашё-хашё тумастьчёд те. Тусан та мёшён тунине хамар та пёлместёмёр. Пупсене йуратма мар, вёсене пирён кур ас та килместчё: вёсем пире вёрентместчёд, пиртен укда сатарма анчах пёлетчёд... Ачасене те вёренме шкула йамастамар епир, мёшён тесен хайсем мёне вёреннине хайсем те вёсем пёлместчёд, епир те пёлместтёмёр. Сырава вёрентни ачасене усала анчах вёрентнё пек туйанатчё пире. Тутарсем мён калана, давна анланса пыраттамар епир. Вёсем кирек хадан та, кирек адта тёл пулсан та пирёнпе хайсен тённе мухтаса, Христос тённе хурласа каладатчёд. Вёсем пире ак дапла калатчёд: "Пупсем сире улталаддё. Вёсенён сире вёрентес пёр шухаш та дук; вёсем сиртен укда анчах сатараддё. Чиркуре вёсем мёшён вырасла кёл-таваддё, мёшён вырасла вуладдё, вырасла йурладдё? Есир ана пёлетёр-и? Вёсем сире хайсен тённе пёлтересшён мар, даванпа вёсем дапла таваддё. Пупсем мён тунине пурне те анлансан, есир

тахданах пирён тёне, Мухаммед тённе тухна пулаттар", тетчёд пире тутарсем", - теред" [16:12-13].

Куратпар ёнтё, тёне кёртнёренпе 150 дул иртнё пулин те чаваш пурнадёнче христианлах дирёпленеймен иккен. Сав хушарах масальмансен муллисем тёлёрсе пуранман, куршёре пуранакан ча-вашсен асне минретнё, чаваш хушшинче тутар тённе сарасшан хыта тарашна. Чавашсем хушшинче ислам тённе кёрекенсен йышё дултан дул уссе пына. Мёншен тесен вёсем тутарсемпе куршёллё пуранна, чаваш ялёсенче вырассем мар, ытларах тутарсем суту-илупе дуренё. ^!авна май Чёмпёр, Самар кёпёрнисенчи чаваш ялёсенче ар дынёсем кана мар, хёр-арамёсем те тутарла самаях лайах каладна. "Вырассем чатма gyic иртёнсе кайса, темён чухлё машкал туса, ыра дёршывсене турта-турта илсе, ирёксёрлесе тёне куртсе, пурне те калама дук курентерсе дитернё. Пурте вырассене вара-хурах выранне хуна, ачисене те: вырас тытать! тесе харатна. ^аванпа та тарахса дитнё чавашсем тутар муллисене камал туса итле пудлана. Сапла вара 1800-мёш дултан пудласа тутарла пёлекен чавашсем эртелли-эртеллипе тутар тённе кёрсе, тутара туха пудлана. Ана дак цифрасем те лайах катартса параддё: 1826-мёш дулта Хусан кёпёрнинче 317,758 чаваш, тутарсем 136,475 дын пулнй. 1897 дулта Хусан кёпёрнинчех чавашсем - 513,044 дын, тутарсем -744, 267 дын пулна" [70:11; 69:33].

Ку вал Раддей патшалахёшён юрахла япалах пулман. Масаль-мансем хыддан каяс пулсан, тутарла дамаллан каладакан чавашсем сисмесёрех Мухаммед тенён серепине кёрсе укме пултарна. Сак юхам каярахпа чйваш халахне тёпё-йёрёпех пётерес харушлах патне те илсе дитернё пулёччё.

о

Ед-пуд дакан пек аталанса пынине И.Я.Яковлев лапкан санаса тама пултарайман. Мён пёчёкрен вырассемпе хутшанса пураннаран чавашшан вырас халахён дул-йёрё чи тёрёсси пулать пуле тенё

и

вал. Вырас халйхёпе дывахланни чаваш халахне дутта илсе тухма пулашё тесе шухашлана. Сак тёллеве вара Христос тёнё урла, дав тёне таван чёлхепе сарма пудласан тин пурнйда кёртме май пуласса анланнй Иван Яковлев. Хусан университетёнче вёреннё дулсенче Н.И.Ильминский вёрентсе пынипе 22 дулхи студент ку тёлёшпе уй-рамах хёруленсе ёдлеме пикенсе каять. Хайён шухашне вйл тёрлё пудлйхсене дырусем дырса пёлтерме пудлать. Вёсенче пуринче те И.Я.Яковлев, тёпрен илсен, пёр niyxänia палйртать: "Мён авалах Раддей йышне хйй ирёкёпе кёнё чйваш халйхё владеем тата общественность енчен кйшт ытларах хисепе тивёдлё пулнй. Вёсен те Раддейри ытти вак халахсе